Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ директор пулӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Мӗншӗн тесен ӑна нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн президентне суйланӑччӗ.
Пукан пушаннине кура Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви директор пулас кӑмӑллисен кадр резервӗ валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас текенсен докуменчӗсене чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑнма пуҫланӑ, хутсене асӑннӑ ведомствӑна чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ҫитерсе ӗлкӗрмелле.
«Чӑваш Республикин строительствӑри экспертиза тата хаксене йӗркелекен центр» автономи учрежденийӗн ертӳҫине Алексей Иванова паян ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алексей Игоревича ӗҫрен мӗн сӑлтавпа кӑларни паллӑ мар. Ӗҫлӗ документра ӑна-кӑна ӑнлантарса тӑман.
Автономи учрежденийӗн сайтӗнчи структурӑра ҫак самант тӗлне Алексей Игоревича директор тесе кӑтартнине хуратса ӗлкӗрейменччӗ-ха.
Почта пуҫлӑхӗ пулнӑ хӗрарӑм упӑшкине фиктивлӑ майпа ӗҫе выранҫтарнӑ. Куншӑн ун явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти хӗрарӑм, Шупашкарти почта уйрӑмен пуҫлӑхӗ пулнӑскер, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 30-мӗшӗччен ячӗшӗн ӗҫе вырнаҫтарнӑ упӑшкине вӑл ӗҫленине пӗлсе тӑрсах шалу тӳлемелли табеле ҫырса пынӑ. Ҫапла упӑшкин укҫа та енчӗке кӗнӗ, пенси фондӗнче те ӗҫ стажӗ шутланнӑ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтне реорганизацилесшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.
Института Шупашкарти культура училищипе пӗрлештересшӗн. Реорганизаци хыҫҫӑн училище студенчӗсем института ППЭ тытмасӑрах вӗренме кӗме пултарӗҫ, кӗскетнӗ программӑпа ӑс пухӗҫ.
Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр директор должноҫӗ чакать, культура училищинче 11 штат пулать.
Шупашкар хулинче ҫӗнӗ архитектора ҫирӗплетнӗ. Хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ пулма Павел Корнилова шаннӑ. Унччен вӑл хулан архитекторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Петр Корнилов 1989 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2015 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Архформа» проектпа дизайнер фирминче, «Союзпроект» проект организацийӗнче архитекторта ӗҫленӗ. Раҫҫейри тата Чӑваш Енри архитекторсен союзӗсен пайташӗ.
Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара кӑна мар, администрацире те ӗҫлекенсем кирлӗ. Кун пирки хула администрацийӗ Инстаграмри хӑйӗн страницинче хыпаралнӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, администрацири йӗркелӳпе право пайӗнче юрист кирлӗ, информатизаци пайӗнче — ертсе пыракан специалист-эксперт, Градостроительство тата хула хуҫалӑхӗн управленийӗн строительство тата архитектура пайӗнче — ертсе пыракан специалист-эксперт, диспетчер службинче — дежурнӑйсем.
Декрет отпускӗнчи хӗрарӑмсем вырӑнне те ҫын кирлӗ. Иккӗн. Икӗ вакансиӗ те — ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗнче.
Чӑваш Енри Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем пулма тивӗҫ ҫынсене суйласа илме конкурс ирттерӗҫ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидатурӑсене суйламалли конкурс комиссине республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш заместителӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Кизилов, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑвашрессовпрофӑн председателӗ Василий Харитонов, ЧР Элтепер Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тытакан пайӗн консультанчӗ Александр Юрков кӗнӗ.
Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидатурӑсене Чӑваш Енӗн Общество палатин социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комиссийӗн председателӗ Ирина Булыгина, республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Мельников, ЧР Элтепер Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн экспертпа аналитика пайӗн консультанчӗ Сергей Мясников суйлӗҫ.
Паян «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществин «Горькинчи чукун ҫулӗсем» филиалӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе паллаштарнӑ. Паллаштарӑва видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Унта Горькинчи чукун ҫулсем тытса тӑракан зонӑна кӗрекен регионсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Горькинчи чукун ҫула Сергей Дорофеевский ертсе пырӗ. Унчченхи ертӳҫӗ Анатолий Лесун РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн ӗҫ вырӑнне улӑштарнӑ.
Сергей Дорофеевский Октябрьскинчи чукун ҫул ҫинче ӗҫе пуҫӑннӑ. Унта вӑл станци дежурнӑйӗнчен тытӑнса пуҫлӑхӑн пӗрремӗш заместителӗ таран ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствисене ертсе пынӑ Сергей Павлов ӗнертенпе ҫӗнӗ вырӑнта пуҫлӑх пулса ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл малашне «Россельхозцентр» федерацин хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалне ертсе пырӗ. Унпа коллектива республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллаштарнӑ. Кун пирки министр Инстаграмри хӑйн страницинче ӗнер хыпарланӑ, Сергей Павлова ӑнӑҫу суннӑ.
Сергей Павлов 1974 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрнар район администрацийӗнче 5 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн ӑна ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ, каярах вӑл вице-премьер — министр пуканне йышӑннӑ. Ку должноҫре 2010-2015 ҫулсенче тӑрӑшнӑ, 2015-2016 ҫулсенче ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулнӑ. 2016-2021 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче экономика политики, агропромышленность комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ пулнӑ.
Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ.
Унччен Сергей Александрович Тутарстанри онкодиспансерӑн Альметьевскри филиалӗнче тӗп врачра тӑрӑшнӑ. Сергей Карамаликов — Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Ӗҫ биографине вӑл 1996 ҫулта терапевтран пуҫӑннӑ. Тепӗр 4 ҫултан онколог пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Тутарстан Республикин онкодиспансерӗн Альметьевскри филиалӗн ӗҫне тӗп врач пулса 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе йӗркелесе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |